Сӑмах — Чӗнменлӗх

 

5240Ҫын сӑмахне итлесе пӗтереймӗн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5241Ҫын сӑмахпе ҫын вилнӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5242Ҫын сӑмаххи шыва сиктерет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5243Ҫын сӑмаххипе ҫын сивӗннӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5244Ҫын солямасӑр пурнаймасть.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5245Ҫын ҫӑваре ҫине ҫӑра ҫакма ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5246Ҫын ҫӑварӗ хапха мар, пырса хупса лартма ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5247Ҫын ҫӑварне карта тытас ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5248Ҫын ҫӑварне тутӑр карса чарас ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5249Ҫын ҫӑварне хулкан витеймӗн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5250Ҫын ҫӑварне шурӑ пулса кӗни хура пулса таврӑнать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5251Ҫын ҫинчен калаҫиччен хӑвӑн тӑрӑх пӑхса тух.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5252Ҫын чӗлхине чарас ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5251Ҫын юмахӗ пуҫа ҫавӑрать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5254Ҫынна йывӑр каличчен пӗр ӗҫ туса ил.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5255Ҫынна кӑшламасан сӑмах ҫук теҫҫӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5256Ҫынна сиве сӑмах калаччен пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр ҫӗкле.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5257Ҫынна ытла ан кала, хӑвна лекӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5258Ҫынна ытла сӑмах каличчен ытла чӗлӗ ҫӑкӑр ҫӗкле.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5236Ҫьш сӑмахӗ чӳк шӳрпи мар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5259Талпас ҫапса ҫатан аваймӑн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5260Талпасӑн тяппи мӑтӑк.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5261Тӑван анне чӗлхине виличчен те манма ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5262Тӑм чӗлхе тӑм ҫӑмарта тет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5299Тӗрӗс каланӑ сӑмах пӗр ылтӑн, вӑхӑтра каланӑ сӑмах хӑй ылтӑн.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5300Тӗрӗс сӑмах армути тути калать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5301Тӗрӗс сӑмах куҫа кӗрет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5302Тӗрӗс сӑмах чул ватать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5303Тимӗр касни тӳрленет, сӑмах касни тӳрленмест.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5305Тутапа каласа сӑмсапа туртса ил теҫҫӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5304Тутлӑ чӗлхе тутар кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5306Тӳр сӑмах тӗрме ватать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5307Тӳр сӑмаха ан кукӑрт.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5308Тӳр сӑмаха йывӑра ан ил.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5309Тӳр сӑмаха мӗн ҫиттӗр?Сӑмах — Чӗнменлӗх
5313Тӳр сӑмахӑн кукри ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5310Тӳрӗ калакан ашшӗ-амӑшне юраман тет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
3311Тӳрӗ калакан тӑванне юраман тет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5312Тӳрӗ калакан тӗп пулнӑ, салам тӑвакан алӑ ҫул пурӑннӑ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5314Тӳрӗ сӑмах чул касать, суя сӑмах пуҫ касать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5315Тӳрӗ сӑмахӑн кукри ҫук.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5316Тӳрӗ сӑмахран тӳре те хӑранӑ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5317Тыр-пул хушшинче усал сӑмах ан калӑр.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5318Ура такӑнсан чӗркуҫҫи ыратать, чӗлхе йӑнӑшсан пуҫа лекет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5319Урине сырма пӗлмен ҫын сӑмахпа атӑ ҫӗленӗ.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5320Усал сӑмах калама усал пулӑшать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5321Усал сӑмах сӑмала пек ҫыпӑҫать.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5322Усал сӑмах ҫилпе вӗҫет, ырӑ сӑмах ҫуран ҫӳрет.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5323Усал сӑмах ҫуллӑ ҫӑмах мар.Сӑмах — Чӗнменлӗх
5324Усал сӑмах ураланса чупать.Сӑмах — Чӗнменлӗх